28.05.2026
3
Чăваш Енĕм эсĕ хакла, Ентешÿсĕн чĕринче
Палăрса тăран мăнаçлăн Çĕр-шывăмăр хушшинче.
Эс юрлатăн çĕр пин юрă, çĕр пин сăвă-ташăсем
Кăмăлтан савса юрлаççĕ уявсенче чăвашсем.
Савнă Ен-Чăваш Ен, пул эс яланах хăватлă
Кунсерен çĕклен, кăмăлу сан тараватлă.
Савнă Ен-Чăваш Ен, вăй-хăват сана хушатăп
Кунсерен çĕклен, чечеклен юратнă Чăваш Ен.
Чăваш Енĕм эсĕ паллă, çакă аслă Çĕр-шывра
Пĕринчен тепри-çке хаклă, ял-хула ери-тавра.
Кунран кун ÿссе пыраççĕ урамсенче кил-çуртсем.
Савăнса ташша яраççĕ хăнасем, кил хуçисем.
Савнă Ен-Чăваш Ен, пул эс яланах хăватлă
Кунсерен çĕклен, кăмăлу сан тараватлă.
Савнă Ен-Чăваш Ен, вăй-хăват сана хушатăп
Кунсерен çĕклен, чечеклен юратнă Чăваш Ен.
Чăваш Енĕм эсĕ хаклă, эс чи çывăх вырăнта
Кам кунта çуралса ÿснĕ, мухтанаççĕ ыр сунса.
Ӱстеретĕн пархатарлă, вăй-хăвтлă паттăрсем.
Эпир пулнă, пур, пулатпăр! Харăс калăр чăвашсем.
Савнă Ен-Чăваш Ен, пул эс яланах хăватлă
Кунсерен çĕклен, кăмăлу сан тараватлă.
Савнă Ен-Чăваш Ен, вăй-хăват сана хушатăп
Кунсерен çĕклен, чечеклен юратнă Чăваш Ен.

Комментарии